Аҫӑмҫырми ял клубӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявне хатӗрленеҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем 6-мӗш клас ачисемпе пӗрле «Ҫӗнӗ ҫул култармӑшӗсем» ятлӑ ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ.
Ачасемех Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе клуб чӳречисене ерешлесе тухрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пур хутшӑнакана та пылак ҫимӗҫсем парнелерӗҫ.
Хаклӑ хӑнасем, юлташсем, туссем! Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! Сире пурне те ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм кунҫул сунатпӑр!
Начарри кивӗ ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта сире лайӑххи, телейли, ырри ытларах лектӗр!
